Чӑваш чӗлхи уявӗ «Яланах янра, чӑваш чӗлхи»

Чӑваш чӗлхи уявӗ «Яланах янра, чӑваш чӗлхи»

Паян 4-мӗш класра вӗренекен ачасем валли хатӗрленӗ класс тулашӗнче уяв иртре. Уяв тӗллевӗсем: 1.Ӗмӗрсем хушшинче аталанса пынӑ чӑваш чӗлхи пуянлӑхӗпе ачасене тӗплӗнрех паллаштарасси. 2.Ачасен тавракурӑмне ӳстересси. 3.Илемлӗ вулав хӑнӑхӑвӗсене аталантарасси. Уяв мелӗсемпе меслечӗсем: учитель сӑмахӗ, ачасен илемлӗ вулавӗ, уйрӑмшарӑн сӑвӑсем вулани, юрӑ юрлани, ташӑ ташлани, ыйтусем ҫине хуравлани, викторинӑ ыйтӑвӗсем ҫине хуравлани, пӗтӗмлетӳ туни.

Фотогалерея