Чӑваш чӗлхи кунӗ

Чӑваш чӗлхи кунӗ

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ - Аслӑ вӗрентекенӗмӗр, чӑваш ҫырулӑхне пуҫарса янӑ И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кунӗ. Ҫак куна Чӑваш чӗлхи кунӗ тесе палӑртаҫҫӗ, пур ҫӗрте те уявлаҫҫӗ. Эпир те Чӑваш чӗлхи кунне халалласа шкулта уяв ирттертӗмӗр. Ӑна уҫаканӗ чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ Анисимова Л.Н., ертсе пыраканӗсем Миронова Полина тата Тимофеев Тимофей пулчӗҫ. Уява шкул ачасем кӑна мар, ача садӗнчи шӑпӑрлансем те хастар хутшӑнчӗҫ. Мероприяти ҫӳллӗ шайра иртрӗ. Уява хутшӑнма пулӑшакансене пурне те питӗ пысӑк тав!!!

Фотогалерея