Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2024

Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2024

Чӑваш чӗлхи кунне, Раҫҫей Республикинчи Экологи культурипе ҫут ҫанталӑка перекетлес ҫулталӑкне халалланӑ "Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2024" акцие вӗренекенсем, амӑшӗсем, вӗрентекенсем, воспитательсем хастар хутшӑнчӗҫ. Акцин тӗп тӗллевӗ - чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӑпе хисепне ӳстересси. Акци усӑллӑ та тухӑҫлӑ иртрӗ. Хутшӑнакансем хӑйсен пӗлӗвне, Чӑвашла йӑнӑшсӑр ҫырассине, чарӑну паллисене тӗрӗс лартассине тӗрӗслерӗҫ. Пурне те ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ ятпа саламлатӑп! Малалла та хастар пуласса шанатпӑр.

Фотогалерея